Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кивӗ Сименкке

Чӑвашлӑх

Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Кивӗ Сименкке ялӗнчи шкулта музыка тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен хӑйсен ӑсталӑхӗпе ыттисене паллаштарнӑ.

Семинар тӗллевӗсенчен пӗри ачасене чӑвашсен культурипе ачасене паллаштарнин пӗлтерӗшне уҫса парасси пулнӑ.

Мероприятие «Янрав» фольклор ушкӑнӗ уҫнӑ.

Семинара хутшӑннисене Е.Н. Григорьева музыка вӗрентекенӗ чӑвашсен пуян культурипе паллаштарнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен С.В. Игнатьева чӑваш чӗлхи урокне квест вӑййи евӗр ирттернӗ. Ачасем тӑван кӗтесӗн историпе культурине пӗлнине кӑтартса панӑ.

«Урал сасси» хаҫатра Светлана Игнатьева ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ӑрӑва наци культурине явӑҫтарас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Ӑна форсайт-сессире тишкернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_384
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 21

1922
104
Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын